Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Янкӑлч ялӗ — чӑваш литературинче

Эпӗ Канаш районӗнчи Янкӑлчра пурӑнатӑп. Мана унӑн историйӗ тахҫантанпах кӑсӑклантарать. Ҫавна май ун ҫинчен ҫырнӑ материалсем шыратӑп. Тӗслӗхрен, «Культура чувашского края» кӗнекен 23-мӗш страницӑри «Демографическая карта республики» пайӗнче ҫапла калани пур: «После того, как были сооружены Карлинская, Тетюшская и Алатырская засеки, южные края стали безопасными для оседлого земледелия. И хотя некоторая часть приказанско-заказанских чувашей-язычников возвращается в ХVI-ХVII веках в Закамье, другие их группы переселяются на территорию Чувашии деревни: Старые Шигали, ныне Анчикассы Цивильского района, Дальние Шигали, ныне Ямбахтино Вурнарского района, Ближние Сормы Канашского района, а также Старая Сорма (на реке Кувагале). Переселенцами из Казанского уезда основаны деревни Мамышево, Большие Мамыши Чебоксарского района, Татмыш-Ягутли, ныне слившаяся с с. Янгличи Канашского района и т.д.».

Тепӗр тӗслӗх, Валериан Прокопьевӑн «Канаш тӑрӑхӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем» кӗнекинче В.Е. Сергеева пирки «Хӗрарӑмсенчен пӗрремӗш» ятлӑ статйинче ҫапла ҫырнӑ: «Чӑваш Республикин халӑха вӗрентес ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Ефремовна Сергеева Вӑтакас Татмӑшра 1943 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1966 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Янкӑлчри тата Шупашкар хулинчи 23-мӗш вӑтам шкулсенче ӗҫленӗ».

Геннадий Александровӑн «Хыпар» кӗнекин 19-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнисем (1868-1919)» пайӗнче 1882-1886 ҫулсенче Янкӑлч ялӗнчен Матвей Иванович Иванов вӗренни паллӑ (Шупашкар, 1996, ҫурла, 3).

«Ҫӳреттӗмӗр ялтан яла ҫуран. Декорацисемпе хамӑр япаласене тиеме ҫеҫ пӗрер лаша кӳлсе паратчӗҫ. Астӑватӑп: Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчен Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялне куҫнӑ чух ҫумӑр витӗр пылчӑк ишсе сакӑр ҫухрӑм утрӑмӑр. Ҫитсен шкула вырнаҫрӑмӑр та — йӗпе кӗпесене типӗтме кӑмака хутса ячӗҫ». Ҫапла ҫырса кӑтартать Тани Юн «Аса илес килменнисем» асаилӗвӗнче. («Хыпар» кӗнеки. 6 №, Шупашкар, 1993, нарӑс, 2).

2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Юрий Сементерӗн Раҫҫей Геройне Николай Гаврилова халалланӑ «Вӗҫев» ятлӑ сӑвви пичетленчӗ. Унта та пирӗн ял ҫинчен, унӑн паттӑр ывӑлӗ ҫинчен калани пур:

...Ак экваторпала тӗл килет ун штурвалӗ,
Ҫӗр планетӑмӑр Гринвич карттин виҫинче:
Сар хӗвел хӗвӗнче курӑнать Янкӑлч ялӗ,
Ав анне ал сулать укӑлча умӗнче...

Ҫурҫӗрте вӗлкӗшет хамӑр карнӑ ҫӗн карӑ,
Кӑнтӑрта та ларать хамӑр лартнӑ этем.
Ахаль мар йӑл кулать-мӗн Артур Чилингаров
Чӑваш Ен ачине ытама илнӗҫем.

Денис Гордеевӑн «Карӑк туйӗ» (Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986) повеҫӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ачасен йывӑр пурнӑҫне, вӗсен ӗҫ-хӗлне, паттӑрлӑхне, туслӑхне ҫырса кӑтартнӑ. Асӑннӑ кӗнекери 35-мӗш страницӑра ҫапла калани тӗл пулать: «Лайӑх астуса юл, темиҫе каламастӑп, — терӗ. — Ӑсанкасси (чи малтан асӑнчӗ), Янкӑлч, Маяк, Шелттем лавккисенче тӑвар, краҫҫын пурри-ҫуккине пӗл те пире кала. — Хӗрлине кӑчӑк туртрӗ. — Мӗнле хыпар тумаллине каласа ӑнлантар», — терӗ.

Паллах, тӗрлӗ документ кӗнекисенче е справочниксенче Янкӑлч ҫинчен каланисене чылай тупма пулать. Илемлӗ литературӑн ытти произведенийӗнче те ҫырнах ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри ман алла ҫакланман-ха. Ҫапах та тӑван тавралӑхӑм ҫинчен литературӑра вулани чуна ӑшӑтать. Кашни ҫырма-ҫатрана, йывӑҫ-курӑка, вӑрмана, уй-хире юратас килет. Вӗсем халӑх асӗнче юлни ҫав тери паха.

Маргарита Петрова,
Янкӑлч вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ,
«Хыпар», 2011, кӑрлач, ...


 
Категорисем: Янкӑлч
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-04 12:20:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2274 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем